Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Викторов Иван Викторович

Викторов Иван Викторович — чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ. 1901 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче халӗ Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Хурамал Туҫа ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулта концлагерьте вӗлернӗ.

1934 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать.

Кун-ҫулӗ

Хусанти вӗрентекенсен семинариӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ литература институчӗнче вӗреннӗ. Ҫӗрпӳ хулин шкулӗнче ачасене вӗрентӗ, Центриздатӑн чӑваш секциӗнче редактор пулса, «Чӑваш хресченӗ» хаҫат редакцийӗн яваплӑ секретарь вырӑнӗнче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Чӑвашла пичӗтленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Ял кӗввисем» (1925);
  • «Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем» (1926);
  • «Ҫырмара» (1929).

Вырӑсла тухнӑ кӗнекесем:
  • «Сердце, пробитое пулей» (Пуляпа персе шӑтарнӑ чӗре, 1975).

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-09-14 12:01:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8477 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем